Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Палтиелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта "Туслӑх хӗлхемӗ" фестиваль иртрӗ. Унта пирӗн муниципалитетри шкулсенче вӗренекен ачасем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑвашла сӑвӑ , калав , юмах илемлӗ вуларӗҫ, чӑваш юррисене шӑрантарчӗҫ, чӑваш ташшисене ташларӗҫ. Чӑваш ваййисене те выляса кӑтартрӗҫ. Ҫак фестиваль пурне те килӗшрӗ. Ачасем унта тепӗр хут хамӑрӑн тӑван чӗлхен пуянлӑхне курма, туйма пултарчӗҫ.
Пирӗн шкулта вӗренекен ачасем те ҫак фестивале хутшӑнчӗҫ. Вӗсем "Ят пӗлмелле" тата "Ҫӗрӗ памалла" вӑйӑсене выляса кӑтартрӗҫ. "Чӑваш вӑййисем" номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.