Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш тĕррин  кунĕ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне уявлаҫҫĕ   Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп   шкулта та  ҫак уява халалласа  вĕренекенсем  чăваш тĕрри ҫинчен презентаци пăхрĕҫ.  Шкул библиотекинче кĕнеке выставкине йĕркеленĕ. Ачасем чăваш тĕррисемпе паллаштаракан кĕнекесемпе те паллашрĕҫ .  Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ. Кашни эрешре хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур. Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса парать, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне сӑнлать. «Çĕр пин тĕрĕ ҫĕр-шывĕ»  тесе каланă И.Я. Яковлев. Чăнах та, чăваш халăхĕ  тĕрĕсемпе пуян. Чăваш тĕрри паян та пурне те тыткăнлать.