5-мӗш класра вӗренекен ачасем "Грамматика ҫӗр-шывӗнче" вӑйӑ вылярӗҫ. Вӑйӑ темиҫе пайран тӑчӗ. "Клоуз-тест" тинӗс" станцинче ачасем текста сиктерсе хӑварнӑ сӑмахсене хушса ҫырчӗҫ. '"Метограмма" айлӑм" станцинче метограммӑсен хуравӗсене тупрӗҫ. "Йывӑҫсем"сӑрт" станцинче йывӑҫ ячӗсене чӑвашла куҫарчӗҫ. "Ваттисен сӑмахӗсем"хула" станцинче ваттисен сӑмахӗсенчи сиктерсе хӑварнӑ сӑмахсене шырарӗҫ. "Ребус"уҫланкӑ"станцинче ребус шутларӗҫ. Ачасене вӑйӑ питӗ килӗшрӗ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Старочукальская основная общеобразовательная школа» Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих