«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024»

Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер-и?


✒«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет.

Кăçал ăна Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче занятисем (консультацисем) ирттеретпĕр:
✅ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 14.00 сехетре – инçет мелпе (мĕнле хутшăнмалли пирки - пĕрремĕш комментарире);
✅ ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 14.00 сехетре – кĕрет мелпе (Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 312-мĕш ауд.).

Орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илер, тĕрĕс çырма хăнăхар!

Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!