«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет
Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Диктант çырма 2023 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 13.00 сехетре палăртнă.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать:
Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта итлеме пулать:
1) Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm (Чăваш Республикинче) 95,9 Fm (Шупашкар хулинче) тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче;
2) «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче;
3) Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе;
4) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче (аудио);
5) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн социаллă серепесенчи страницисенче.
Диктанта диктор вуланă май алăпа çырмалла е копьютерпа Word форматра наборламалла. Диктант бланкне вĕренӳ институчĕн сайтĕнче вырнаçтарĕç. Копьютерпа е алпа çырнă текста сканерпа кăларса, фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе илсе çак адреспа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/6405d7e15056908a1aeb56a6/ .
Ярса панă текстсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцин йĕркелӳ комитечĕ çирĕплетнĕ экспертсен ушкăнĕ тĕрĕслет.
Иккĕмĕш мел: ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать. Çак мелпе çырас кăмăллисем валли муниципалитетсенче халĕ хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ.
Шупашкарта пурăнакансем çак вырăнсенче диктант çырма пултараççĕ:
Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, акт залĕ);
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201 ауд.);
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче (Университет урамĕ, 38 çурт, 434 ауд.);
Чăваш наци библиотекинче (Ленин проспекчĕ, 15 çурт);
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче (Мускав проспекчĕ, 29 çурт);
Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ (Уруков урамĕ, 10 çурт);
Чăваш наци конгресĕнче (Композитор Воробьевсен урамĕ, 10 çурт).
Канаш хулинче пурăнакансем Канашри педагогика колледжĕнче (Канаш хули, Комсомольски урамĕ, 33 çурт) диктант çырма пултараççĕ.
Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче занятисем ирттереççĕ:
- ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 14 сехетре (кĕрет мелпе),
- ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 14 сехетре дистант мелĕпе. Консультацие хутшăнмалли ссылкăна вĕренӳ институчĕн сайтне вырнаçтараççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
8 (8352) 45-99-96 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ;
89050275050 – Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ;
8(8352) 45-02-58 – Долгова Алевтина Петровна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ;
8(8352) 22-63-50 (1312; 1304) – Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕ факультечĕн деканĕ;
8 (8352) 45-93-90 (3150) – Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ.
#чӑвашчӗлхи #Яковлев175лет #Яковлев175ҫул #минобразованиячувашии #всечувашскийдиктант #пĕтĕмчăвашдиктанчĕ