25 апреля - День чувашского языка

25 апреля - День чувашского языка

Паян пĕтĕм чăваш халăхĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ, çепĕç те янăравлă  Чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак уява паллă тума йышăннăранпа кăçал 30 çул çитрĕ. Ăна Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, уявлама йышăннă. Пирĕн чĕлхемĕре нумай  тĕпчевçĕ тĕрĕк чĕлхисенчен чи авалхи тесе çирĕплетсех калать. Чăваш чĕлхи, чăваш тĕрри, чăваш юрри-кĕвви пирĕн халăхăмăрăн иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăчĕç. Вĕсене малашне килекен ăрусем валли упраса хăварасси - паянхи кун пурăнакан кашни чăвашăн тивĕçĕ.

Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та паян чăваш чĕлхи кунне уявларĕҫ. Ачасем Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăҫĕпе пултарулăхĕ пирки калаҫрĕҫ. Вăл чăваш халăхне ҫутта кăларас тесе тунă ĕҫсене аса илчĕҫ.