С 18 по 25 апреля - неделя Чувашского языка

С 18 по 25 апреля - неделя Чувашского языка

      Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуҫланчĕ

 

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

   Кивĕ  Чукалти  пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан тĕп шкулта  Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуҫланчĕ. Ģак эрнере вĕренекенсем тĕрлĕ  ĕҫсем туса ирттерĕҫ : олимпиада ыйтăвĕсем  ҫине  хуравлĕҫ.  И. Я. Яковлев ҫырнă хайлавсемпе паллашĕҫ, ÿкерчĕксем  ÿкерĕҫ, интернет  пулăшăвĕпе музейсенче экскурсире пулĕҫ. Шкул библиотекинче И.Я. Яковлева  тата ытти паллă чăваш ҫыннисене халалланă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.