Чăваш чĕлхипе литератури олимпиади

Ака уйăхĕн 24- мĕшĕнче 5-8-мĕш классенче  вĕренкенсем хушшинче олимпиада иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхипе тата литературипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Кашни ача 10 ыйту çине хуравларĕ. Ыйтусем  тĕрлĕ темăсемпе пулчĕç. Хуравсене тĕрĕсленĕ хыççăн 5-мĕш класра вĕренкенсем хушшинче Малеев Андрейпа Кириллов Кирилл, 7 –мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Лубошнов Данил, 8- мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Малеева Анастасия чи  нумай балл пухни палăрчĕ.