Кормушки для зимующих птиц

Хĕл çитрĕ.  Çунатлă туссем сивĕпе  тата апатсăр аптрама  пуçлаççĕ.  1 мĕш класри ачасем класс сехетĕнче  шăпах çакăн çинчен калаçрĕç.  Хăйсем ăсталанă сырăшсене çакрĕç,  вĕсем çине  апат хурса пачĕç. Халь ĕнтĕ кайăксем килессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç.  Нумаях кĕттермерĕç «хăнасем», чи малтан пĕр-ик кăсăя килсе кайрĕ,  кайран ушкăнĕпех сăйланчĕç  тутлă  апатпа.   Вĕсенчен ытларах ачасем савăнчĕç : паян кăсăясене курнипе, ыран хăйсен патĕнче хăнара  уйăпсене те курасса шанаççĕ.