Вăйă « Асамлă чăваш чӗлхи» в рамках недели родного языка

6 –мӗш класра вӗренекен  ачасем хушшинче тăван чӗлхе кунне халалласа чăваш чӗлхипе литература эрнинче  « Асмлă  чăваш чӗлхи» вăйă иртрӗ. Вăййа хутшăнакан ачасем чăваш чӗлхине,  чăваш литературине, чăваш культурине, чăваш историне мӗнле пӗлнине тӗрӗслерӗç. Вăйăра 6 станци пулчӗ: «Чӗлхе станцийӗ», «Литература станцийӗ», «Культура станцийӗ», «Истори станцийӗ», «Тавçăруллисен станцийӗ» , «Вăйă станцийӗ». Кашни станцири тӗрӗс  хуравсевсемшӗн тивӗçне баллсене хушса 1- мӗш  вырăна Лубошнов Данила  йышăнчӗ, вăл 28,5 балл пухма пултарчӗ. 27 балл пухса 2 –мӗш  вырăна Тюнюков Егор  тивӗçрӗ .26 балпа Албутов Роман  3-мӗш вырăн йышăнчӗ . Ҫӗнтерӳçӗсене пурне те  малашне те ăнăçу сунатпăр. Маттур.