Литература сехечӗ «Иван Яковлевич Яковлевăн калавӗсем»

Тăван чӗлхе кунне халалласа  1-мӗш класра вӗренекен ачасемпе «Иван Яковлевич Яковлевăн калавӗсем» литература сехечӗ ирттертӗмӗр. Чи малтан вӗрентенкен И.Я. Яковлевăн пурнăçӗпе тата ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ун хыççăн вӗсем чăваш халăхне çутта кăлараканӗ ачасем валли çырнă  калавсемпе паллашрӗç. «Автан», «Уçăлма тухнă шăши çури»,  «Сармантей», «Йытăпа унăн мӗлки», «Хураçка» калавӗсене вуласа тухрӗç.  Лубошнов Лев », «Уçăлма тухнă шăши çури» юмаха пăхмасăр каласа пачӗ. Ун  хыççăн  калавсем тăрăх тӗрлӗ ыйтусем çине хуравларӗç. Вӗренкенсем хăйсене хăш калавӗ, хăш  сăнарӗ мӗншӗн килӗшни пирки калаçрӗç.