«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ
Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-8 класра вĕренекен ачасем хушшинче «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн районти конкурсĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва чăвашсен паллă тĕпчевçи Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă.
Конкурса районти шкулсенчен çичĕ ача хутшăнчĕ. Конкурса хутшăнакансем тăватă темăпа хатĕрленнĕ: «Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?», «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Çемье вăл- ырлăх та ,телей те», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук».Конкурсант çак темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларса, сăмах вĕççĕн хăйĕн шухăшне каласа пачĕ.
Ачасем конкурса тăрăшса та чунтан хатĕрленни палăрчĕ.
Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Албутова Н. та çак конкурса хутшăнчĕ. 7- мĕш класра вĕренекенсен хушшинче 2- мĕш вырăн йышăнчĕ.