«Чыса сутåн илеймêн»

Ачасем хушшинче йӑнӑш ҫул ҫине тухма пултаракансем пурри ҫӗнӗлӗх мар, ҫавӑнпа ҫак ӗҫпе литература урокӗнче чылай ӗҫлеме тивет. Вӑрӑ ӗҫне явӑҫса каякансем ҫинчен паян 8-мӗшсем акт залӗн сцени ҫинче шкулти вӗренекенсем умӗнче «Чыса сутåн илеймêн» суд тӗслӗхне кӑтартса пачӗҫ. Ᾰна Л.Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повеҫӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Судья ӗҫне Захарова Анастасия чӑн-чӑн ертсе пычӗ. Прокурор рольне Калыгина Яна, свидетельсем Чамеева Александрӑпа Малеева Татьяна, айӑпланакан Илюк ролӗнче Карзанов Василий палӑрчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе литература учителӗ Малеева Вера Петровна суд ӗҫӗ тӑрӑх пӗтӗмлетӱ турӗ, ҫул ҫитмен ачасене судпа айӑпламалли хӑш-пӗр статьясемпе паллаштарчӗ.