Çêр-шыв хÿтêлевçисен кунê çывхарса пырать, çавåнпа 8-мêш класра вêренекенсем спорт мероприятийêсем ирттерсе сывлåха çирêплетме, тêреклê, вåйлå пуласси çине тата пысåкрах тимлêх уйåрма палåртрêç. Нумаях пулмасть йêлтêрпе çывåхри вåрмана çул çÿрев йêркелерêç, паян вара ашшê-амåшêпе волейбол выляма палåртрêç. Лешсем те хирêçлемерêç, çак вåйåпа тахçанах аппаланман пулин те ывåл-хêрêсен ыйтåвне тивêçтерес терêç, åмåртåва хутшåнчêç.
Çамрåк чухне выляни пулåшрê, åмåрту çивêчленчê: аслисем парåнасшåн пулмарêç, ачасен те выляса ярас килмерê. Пêр пекрех очкосем икê ушкåна та тåрåшса выляма хистерêç, анчах кêçêннисен çаврåнåçулåхê, вåй-халê çÿллêрех пулни сисêнчê – ачасем çêнтерчêç!
Спорт мероприятийêсем малалла тåсåлаççê, çавåнпа аслисене ытти åмåртусене хутшåнма, йêлтêр çине тåма чêнсе каларê ывåл-хêрê.
Сывлåх – чи хаклå пурлåх!