Класс сехечӗ: «Çул çанталåк парнисем»
Урока 8-мӗш класра вӗренекен Калыгина Яна уҫрӗ. Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗ – сусåрсен кунӗ пулнине пӗлтерчӗ. Класс руководителê «Çул çанталåк парнисем» презентаципе паллаштарчӗ. Пирêн ялта паянхи кун 62 инвалид шутланать. Çуралсанах сусåр пулса тåнисем вара – 7. Вêсем сулланнå êнтê, анчах шухåшêпе, åсêпе, чунêпе 6-7 çулти ачана аса илтереççê. «Çут çанталåк кÿрентернê»,- илтетпêр вêсем çинчен. анчах пирêн пекех пурåнма талпåнаççê, пурнåç илемêпе киленесшêн тåрåшаççê. Анчах хåш-пêр ача вêсене åнланасшåн мар, кÿрентерет, кулма пåхать. Ун пеккисене эпир çынлåх туйåмне çухатнå этемккесем тесе каласшåн. Кåштах та пулин çынлåха тавåрса, åнланма тåрåшасчê инвалидсене. Çак шухåша тêпе хурса вêсем панче пулма, пысåках мар парне пама пултарасчê тесе йышåнтåмåр, кашни вêренекене çак тивêçе пурнåçлама калаçса татåлтåмåр. Чунпа сивêнес марччê…