Ваттисен куне

Класс сехечӗ: «Ватта хисеплени – ху валли тӗрек хатӗрлени»

Урока 8-мӗш класра вӗренекен Калыгина Яна уҫрӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ – ваттисен кунӗ пулнине пӗлтерчӗ. Чамеева Саша «Манӑн кукамай – Карзанова Нина Николаевна» презентаципе паллаштарчӗ. 1954-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер, паян ҫирӗп вӑй-халлӑ, сывлӑхлӑ ҫӱренине пӗлтерчӗ, вӗсен ҫемйишӗн кукамӑшӗ тӗрек пулнине палӑртрӗ. Тепӗр вӗренекен Захарова Настя вара 80 ҫулти асламӑшӗн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи, хыҫҫӑнхи йывӑр пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ,шел, юлашки вӑхӑтра вӑл чирлени пирки пӑшӑрханса каларӗ.Хӗр ачасем аслисем вӗсемшӗн тӗслӗх вырӑнне пулнине, вӗсенчен вӗренмелли чылай пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Яна вара А.Николаев ҫыравҫӑ ҫырнӑ «Юра асламӑшӗ» калаври пек ан пултӑрччӗ, хамӑрӑн асатте-асаннене хисеплесен  ватӑлсан хамӑр ачасем те пире ҫывӑх курӗҫ тесе пӗтӗмлетсе хӑварчӗ.