Ака уйăхĕн 23-28-мĕшĕнче пуçламăш класра вĕренекен ачасен хушшинче Чăваш чĕлхипе литература эрни пулса иртрĕ. Çак эрнере тĕрлĕ мероприятисем пулчĕç. Чăн малтанах ачасем хăйсем «Манăн пултарулăх» кĕнеке ăсталама пикенчĕç. Иккĕмĕш кунхине ачасен хушшинче «Чĕвĕлти чĕкеç» олимпиада иртрĕ. Нумай бал пуçтаракансем çаксем пулчĕç: Албутов Владислав (1 класс), Малеев Степан (2 класс), Лубошнова Ольга (3 класс), Карзанов Василий (4 класс). Акан 25-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи кунĕ» пулчĕ, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаци пăхса паллашрĕç. Эрнен 4-мĕш кунĕнче 1-мĕш класра «Тавтапуç сана, Букварь!» уяв пулчĕ. Çак класра ачасем сахалрах пулнă пирки 2,3,4-мĕш класри ачасем уява ирттерме хапăл тусах пулăшрĕç. Эрне кун ачасем Чăваш Республикин патшалăх тата хамăр ялăн символĕсемпе паллашрĕç, хăйсем ăсталанă кĕнекесен куравĕ пулчĕ. Албутов Владиславăн (1 класс), Малеев Степанăн (2 класс), Кирюшкина Ноннăн (2 класс), Малеева Анфисăн (2 класс), Лубошнова Настьăн (3 класс), Мандрюкова Алинăн (3 класс), Чамеева Сашăн (4 класс), Захарова Настьăн (4 класс) кĕнекисем пурне те килĕшрĕç. Чăваш чĕлхипе литература эрнинче çаксем чи маттуррисем пулчĕç: Албутов Владислав (1 класс), Малеев Степан (2 класс), Борзов Данила (3 класс), Лубошнова Ольга (3 класс), Карзанов Василий (4 класс). Эрне пурне те килĕшрĕ. Çĕнтерÿçĕсене грамота парса чыс турĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Старочукальская основная общеобразовательная школа» Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих