«Яковлев мăнукěсем» вăйă.

7-9-мěш класра вěренекенсем хушшинче çивěч кěрешÿ пулса иртрě.Кашни класран пилěкшер ача пуçтарăнчě чăваш чěлхипе литератури пÿлěмне. И.Я.Яковлев пурнăçěпе пултарулăхě». «Пултарулăх пулěмě». «Чěмпěр чăваш шкулě», «Асатте тěпелěнче» станцисем çине пайланă ěçсене пăхса тухма тиврě вěренекенсен.  Вăййăн малтанхи станцийěсенче  чи кěçěннисем çěнтерсе пыни  аслисене шухăшлаттарчě , юлашки 2 станци пěтěмлетěвěсем 8-мěшсемпе 9-мěшсем ытларах балл пуçтарнине катартрě. Пěтěмлетÿре 8-мěшсемпе 9-мěшсем 32,5 балл пуçтарса 1-мěш вырăна пайларěç. 7-мěшсем 28,5 балл пухрěç.