„Чăвашлăх тĕнчи” тĕпчев ĕçĕпе мультимеди презентацийĕсен конкурсĕ

     Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе ака уйăхĕн  12-мĕшĕнче    «Туслăх хĕлхемĕ»  республика фестивалĕн  районти  тапхăрĕн „Чăвашлăх тĕнчи” тĕпчев ĕçĕпе  мультимеди презентацийĕсен  конкурсĕ иртрĕ. Унта  районти шкулсенчи  7-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кивĕ Чукалти  пĕтĕмĕшле  пĕлÿ  паракан  вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Малеева Елена та конкурса хутшăнчĕ. Вăл „Халăх сăмахлăхĕнче сăнарланнă историлĕх” тĕпчев  ĕçĕпе  1 -мĕш  вырăн йышăнчĕ. Эпир ăна саламлатпăр.  Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче унăн район чысне Шупашкарта хÿтĕлемелле пулать.  Эпир ăна ăнăçу сунатпăр.