Хисеплĕ ентешĕмĕр, паллă вĕрентекенĕмĕр, «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ», «Ĕç ветеранĕ» Нина Степановна Малеева çитес кунсенче хăйĕн 65 çулхи сумлă юбилейне кĕтсе илет.
Вăл 1947 –мĕш çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ģичĕ çул тултарсан Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренме пуçланă. Шкулта вăл лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ, яланах спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Илемлĕ литературăна кăмăлласа вуланă, халь те вулать-ха. Уйрăмах вăл юрлас енĕпе сцена ăсти пулса тăнă, мĕншĕн тесен унăн сасси шăпчăк сасси евĕрлĕ.
1965–мĕш çулта Нина Степановна ялти вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, вара мал ĕмĕтлĕ хĕр Канашри педучилищине вĕренме кайса кĕнĕ.
1967–мĕш çулта пуçламăш классен учителĕн дипломне илнĕ çамрăк специалиста Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалти сакăр çул вĕренмелли шкула ĕçлеме янă. Хăй килĕштернĕ ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл. Нина Степановна вĕрентекен класра вĕренÿ шайĕ те ÿснĕ, хăй тĕслĕхĕпе ачасене тата лайăхрах, тăрăшарах вĕренме хистенĕ. Ĕçре вăл яланах çĕнĕлĕх шыранă, уроксене çÿллĕ шайра ирттернĕ, вĕренекенсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă. Вĕренекенсем ăна юратнине пулах хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. Нина Степановна вĕрентнĕ ачасем халь те илемлĕ литературăна кăмăллаççĕ.
Обществăлла ĕçре те хастарлăхне кăтартнă. Нина Степановна Хĕр арăмсен Совечĕн членĕ те пулнă. Культура çурчĕн сцени çинче ăста юрланипе тата спектакльти сăнарсене калăпланипе куракансене тыткăнлама пултарнă. Куракансем халĕ те Нина Степановна Артемьев Анатолий Яковлевич вĕрентекенпе «Березы» юрра чуна пырса тивмелле шăрантарнине астăваççĕ. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Тăрăшуллă та хастар вĕрентекен 37 çул çÿлте асăннă шкулта вăй хунă. Ģавăнпах ĕнтĕ вăл 1987–мĕш çулта «Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Ģак паллă ят Нина Степановнăна малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хистенĕ. Вара вăл «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçлĕ пулать. Унăн хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсем те чылай. Нина Степановна яланах пĕрремĕш квалификаци категориллĕ вĕрентекен пулнă.
Кивĕ Чукалта ĕçленĕ май вырăс хĕрĕ сăпайлă Кив Чукал каччипе Виктор Алексеевич Малеевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Виктор Алексеевич та музыкăпа кăсăкланать, вăл купăс ăста калать. Вăл ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Хĕрĕ, Женя, Канашри медучилищин фельдшер уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Ашшĕпе амăшĕ пекех вăл хастар та пуçаруллă ĕçчен. Икĕ ывăлĕ Мускав облаçĕнче ĕçлеççĕ. Кĕçĕнни, Виктор, унтах тĕпленсех пурăнать. Мăшăрĕ , Валентина Валерьевна, хунямăшĕ пекех кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Вăталăх ывăлĕ, Александр, ялтах çемье çавăрнă. Ялти сăпайлă хĕрпе Татьяна Михайловна Малеевăпа хăйĕн телейне тупнă вăл. Татьяна Михайловна, Нина Степановна пекех, ăста юрăçă. Вăл ялти, районти концертсенче кăна мар, республика шайĕнчи концертсенче те çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.
Нина Степановнăпа Виктор Алексеевич ачисемпе кăна мар, мăнукĕсемпе те савăнма тивĕçлĕ. Пĕр мăнукĕ, Татьяна, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренет. Икĕ мăнукĕ, Алексейпа Степан, ялти шкулта вĕренеççĕ. Кĕçĕннисем, Нинăпа Валерия, ача садне çÿреççĕ. Степанпа Нина- чăн-чăн артистсем. Вĕсем сцена çинчен юрă шăрантарма юратаççĕ. Ģавăн пек вара, Малеевсен çемйине сценăшăн çуралнă тейĕн.
Нина Степановнăпа Виктор Алексеевич тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармаççĕ. Вĕсем хăйсем лартса ÿстернĕ садра вăй хураççĕ, чылай выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Пыл хурчĕсем усранă май пынă хăнасене сиплĕ чейпе тата сым пылпа хăналаççĕ. Ģавăн пек вара, Нина Степановнăпа Виктор Алексеевич пурнăç тĕллевне ĕçре тупнă. Ялти çак сумлă мăшăр пуриншĕн те тĕслĕх тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсен çемье вучахĕ малашне те ан сÿнтĕр, ялкăшсах тăтăр.
Ырă чунлă вĕрентекене пĕрле ĕçленĕ вĕрентекенсем, вăл вĕрентнĕ ачасем, вĕсен ашшĕ- амăшĕсем сумлă юбилей ячĕпе саламлаççĕ. Ăна çирĕп сывлăх, тулли телей, тăнăç пурнăç сунаççĕ. Кун- çулăр, Нина Степановна, юхан –шыв пек вăрăм пултăр.