Юррусем пурăннăран эс пиртен уйрăлман.

       Мухтавлă ентешĕмĕр, паллă юрăç, Чăваш АССР  халăх, РСФСР тава тивĕçлĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, Тăван çĕр-шывăн вун çичĕ  наградин кавалерĕ  Мефодий Иванович Денисов юрăç çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа Кивĕ  Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта асăну мероприятийĕ пулса иртрĕ. Сăмах май, вăл шăпах çак ялти  шкулта 1936-мĕш çулта çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ.

       Ирпе, уроксем пуçланичченех, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем юрăç хăй сывă чухнех шкула парнеленĕ  кассетăсенчи юрăсене итлерĕç. Тăхтав вăхăтĕсенче ачасем шкулти историпе тавра пĕлÿ музейĕнче пулчĕç. Ģак музейра М. Денисов кĕтесĕ пур. Унта сцена

ăсти усă курнă тумтир, кĕнекесем, ун çинчен çырнă хаçат-журнал, ал çырăвĕсем, ытти хаклă  документсемпе сăн ÿкерчĕксем упранаççĕ.  Шкулти çамрăк тавра пĕлÿçĕсем юрăçа халалласа стенд йĕркеленĕ, унта ентешĕн пурнăçне аван çутатса панă. Стендпа юнашарах М.Денисовăн ăру йывăççине вырнаçтарнă. Музейри  калаçăва Анжелина Малеева тавра пĕлÿçĕ ертсе пычĕ.

      Уроксем вĕçленсен çамрăк артистсем акт залĕнче концерт лартса пачĕç. Концерта çак шкулта музыка предметне вĕрентекен Татьяна Михайловна Малеевăпа Галина Владимировна Карзанова вожатăй  ертсе пынипе хатĕрленĕ.  Концерт вăхăтĕнче куракансем «Мефодий Иванович Денисовăн аса илĕвĕсем» проектпа паллашрĕç.  Проекта шкул вулавăшĕнче ĕçлекен Зоя Ивановна Кувайскаяпа Татьяна Михайловна Малеева хатĕрленĕ.

      Юлашкинчен М.Денисов çуралнă  çурт вырăнĕнчи Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хутăмăр.  Ģак  чечексене ятарласа  шкулти социаллă  педагог Ирина Малеева ÿстернĕ. Чечексене кайса хума   Елена Малеева, Мария Чамеева, Михаил Кириллов çамрăк юрăçсем тивĕçлĕ пулчĕç.