Сăвă, калав ăста çыракансен конкурсě

Чăваш чĕлхипе литература эрни тăршшĕпех 5-9-мěш класра вěренекенсем хушшинче сăвă, калав  ăста çыракансен конкурсě иртрĕ. Савельева Кристина хăй çырнă «Бараева халалласа» сăвва хамăр ентеш В.Бараев уявĕнче пултаруллăн каласа парса хамăр район , Тутар Республикинчи Çĕпрел шкулĕн ачисем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ.


Хура çÿçлĕ,

Кăвак куçлă,

Вăтам пÿллĕ,

Паттăр çын,

Виçпÿртре çуралнăскер,

Улатимĕр ятлăскер.

 

Çĕр çулхи юман пек,

Хаяр арăслан пек,

Уйăхăн çути пек,

Хĕвел пайăрки пек…

 

Çакă Улатимĕр

Амăшне юратнă,

Сăвăсем çырса вăл

Ăна халалланă.

 

Хуйхă-суйхăра та

Пулăшма васкатчĕ,

Кăмăлĕпе ырă

Пулнине калатчĕç…

 

Сăвăç ырă ячĕ

Чăвашра юлать

Çук, вилмен Бараев,

Пирĕнпе пурнать!!!

2011 çул