Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ.

  Ака уйăхĕн  29- мĕшĕ - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Ăна эпир 2004-мĕш  çултанпа паллă тăватпăр. Мĕншĕн шăпах ака уйăхĕн  29- мĕшĕнче? Ģак кун  1992-мĕш Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Республикин патшалăх символĕсем - Гимн, Ялав, Герб – пирки йышăнусем кăларнă. Пирĕн шкулта та çак куна халаланă калаçу иртрĕ. Малеева В.П. вĕренекенсене Чăваш Республикин патшалăх символĕсем пирки каласа пачĕ. Символсем çинчи  япаласем мĕне пĕлтернине, вĕсен авторĕсем кам пулнине аса илтерчĕ.