«Ăçта-ши ман атте» спектакль лартни

Драма кружокĕн членĕсем «Ăçта-ши ман атте» спектакль лартрĕç. Унччен ашшĕ-амăшен пухăвĕнче кăтартнăччĕ тарăн шухăшлă , çивĕч проблемăллă спектакле.Халĕ Чăваш чĕлхи эрнине халалласа шкулта вĕренекенсен умĕнче вылярĕç артистсем.Рольсене çаксем ăста калăпларĕç:Мандрюков Максим – Илюк, Малеева Надя – амăшĕ, Новикова Вера – училище директорĕ,Савельева Кристина – Свисток. Ыттисен те пултарулăхĕ пурри палăрчĕ.