.«Кашкăр тата çичĕ качака путекки», «Юрлакан кĕленчесем» инсценировкăсем кăтартни.

5-мĕш класра вĕренекенсем вырăс халăх юмахĕ тăрăх çырнă «Кашкăр тата çичĕ качака путекки» инсценировкăна кăтартма тĕплĕн хатĕрленчĕç. Тумĕсене  амăшĕсем пулăшнипе тăрăшса çĕлерĕç, çыпăçтарчĕç.

Акă вĕсем сцена çинче. Юрăллă-ташăллă юмаха ăста кăтартса панăран куракансем, кĕçĕн классенче вĕренекенсем, хытă алă çупрĕç. Артистсем  хавхаланнипе  садик ачисене те кăтартма шутларĕç, çитес эрнене хăварчĕç.

 6-мĕшсем те «Юрлакан кĕленчесем» инсценировкăна хумханмасăр кăтартрĕç. Малеева Елена выляни ыттисене питĕ килĕшрĕ. Артист пулмах çуралнă!