Чăваш чěлхипе литература эрнине уçни

5-9-мĕш класра вĕренекенсем шкулăн акт залне пуçтарăнчĕç. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ Малеева В.П. Чăваш чĕлхи кунĕн пĕлтерĕшĕ, чĕлхеçĕсем ,паллă ентешсем çинчен кĕскен каласа хăварнипе  уяв эрни пуçланнине пĕлтерчĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем Крикина Марина тата Малеева Надежда  «Паллă чĕлхеçĕ – Н.И. Золотницкий», «Чăваш çырулăхĕн аталанăвĕ» докладсем турĕç.Юлашкинчен «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» презентаци пăхрăмăр.